Пур хыпар та

Ачасем те Тăван çĕршыва пулăшнă вăхăтра пире çапса хуçаймăн

Вăрçăн ача сăнĕ мар. Анчах çитĕнекен ăру ятарлă çар операцине хутшăнакансене хастар пулăшнине час-часах курма пулать.

Ачасем те Тăван çĕршыва пулăшнă вăхăтра пире çапса хуçаймăн
Ачасем те Тăван çĕршыва пулăшнă вăхăтра пире çапса хуçаймăн

Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕнчи шкулта 5-мĕш класра вĕренекен Клара Ефимова – ырă та уçă кăмăллă, хастар хĕр ача. Шкул каникулĕ вăхăтĕнче вăл вырăнти волонтерсем патне çул тытать. Клара маскировка сечĕсем çыхма, пусмана хăюсем çине касма пулăшать, тыл ĕçченĕсене тимлĕх уйăрма тăрăшать. Ашшĕпе амăшĕ ăна хăйсен тĕслĕхĕ çинче çынсемпе сăпайлă, ырă кăмăллă, аслисене хисеплеме тата пулăшма, кĕçĕннисене кÿрентермессе, усал сăмахсемпе калаçмасса вĕрентнĕ.

Асăннă шкултах 2-мĕш класра хĕр ачапа пĕр хушаматлă Семен Ефимов вĕренет. Вăл та пĕчĕк патриотсен çулне суйласа илнĕ – волонтер юхăмне хастар хутшăнать. Арçын ача çар çыннисем валли хăйĕн укçи-тенкипе пилĕк банка аш-какай консерви, чей тата мăйăр туяннă. Хăйĕн парни çине «Семен Ефимовран парне. Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр» тесе çырнă. Семен та Клара пекех маскировка сечĕсем çыхма çÿрет.             

Паллах, вăрçăн ача сăнĕ мар. Анчах çакăн йышши тĕслĕхсем аслисене хавхалантараççĕ, вăй-хал параççĕ, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ.

Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

Ачасем те Тăван çĕршыва пулăшнă вăхăтра пире çапса хуçаймăн
Ачасем те Тăван çĕршыва пулăшнă вăхăтра пире çапса хуçаймăн
Автор:
Читайте нас