Урал сасси
+15 °С
Ясно

Фронта пулӑшакан хастар ҫынсене уйрӑм статуспа палӑртӗҫ

Халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн председателӗ Виталий Брыкин республика ертӳҫи  Радий Хабиров патне ятарлӑ ҫар операцине пулӑшакан граждансене уйрăм статус парас пуҫарупа тухнӑ. Пушкăртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров сӗнӗве ырланă, çĕнтерÿшĕн тăрăшакан хастар ҫынсем валли регионта "СВО волонтерӗ"статус пулассине пӗлтернĕ.

Фронта пулӑшакан хастар ҫынсене уйрӑм статуспа палӑртӗҫФронта пулӑшакан хастар ҫынсене уйрӑм статуспа палӑртӗҫ
Фронта пулӑшакан хастар ҫынсене уйрӑм статуспа палӑртӗҫ

- Ун пек ҫынсене СВО волонтерӗсем тетӗп, - аса илтернĕ Радий Фаритович. - Хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлекен ҫынсем питӗ нумай. Пĕрисем маска ҫӗлеççĕ, теприсем маскировка сечĕсем ҫыхаҫҫӗ, гуманитари конвойӗсем турттараҫҫӗ, салтаксене реабилитаци иртме пулăшаççĕ. Вӗсене пулӑшас тӗллевпе мерӑсем йышӑнасшӑн.

«СВО волонтерӗ» статуса кӗртни республикӑра пурӑнакан пин-пин ҫыннӑн тӳпине официаллӑ майпа йышӑнни пулĕ, вӗсемшӗн малти линие каякан ҫул тахҫанах хӑнӑхнӑ маршрут пулса тӑнӑ.Ҫӗнӗ статус хастар граждансене социаллӑ пулӑшу тата хавхалантармаллли майсем пама тивĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас