

Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче «Гранекс» ООО ĕçченĕсем палăк кăшкарĕ çине мрамор плитасем вырнаçтарнă.
Астутаратпăр, палăка ларас шухăша Пелепей районĕнчи ветерансен канашĕ (ертÿçи – Александр Буйлов) хускатнă. Муниципаллă район администрацийĕ, халăх, обществăлла çар пĕрлешĕвĕсем, предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсем, СВОна хутшăннă салтаксен çемйисем пулăшнипе кирлĕ таран укçа-тенкĕ пухма пултарнă.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асра тытасси пирĕн чĕресенче упранмалла, халăх вăйĕпе лартнă палăк çакна çирĕплетет те. Халĕ палăк лартассипе ĕçлекен организаци юлашки ĕçсене вĕçлесе пырать. Ăна официаллă уçасси пирки каярах пĕлтерĕпĕр.
Любовь ИВАНОВА.
Пелепей хули.