

Мероприятие Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалланӑ. Тӗлпулӑва ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, вырӑнти хӗрарӑмсен Канашӗн председателӗ Минсара Федорова уҫрĕ.
Паян вӑйлӑ салтаксем хыҫӗнче тата та вӑйлӑрах ҫынсем – вĕсен амăшĕсем, мăшăрĕсем, волонтерсем – тӑраҫҫӗ. Вӗсем çывăх çыннисене чӗререн юратаҫҫĕ, пĕтĕм вăйĕсене хурса тĕрлĕ майпа – укçа-тенкĕ, апат-çимĕç пухса, маскировка сечĕсем çыхса – пулăшаççĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче фронта уйрăмах хастар пулӑшакансене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларĕç. Вӗсен хушшинче салтаксен амӑшӗсем те пур: Елена Степанова, Ирина Степанова, Ольга Петрова, Галина Спиридонова тата Елена Кириллова. Районти М.Шаймуратов ячӗллĕ волонтерсен штабне тата хӗрарӑмсен Канашне ертсе пыракан Нелли Сидорова çĕнтерĕве çывхартма пулăшакансене ăшă сӑмахĕсем каласа чунтан тав турĕ.
Эльвира Гайсина психолог тренинг йӗркелесе ирттерчӗ. Унăн тĕп тĕллевĕ çынсене йывăр вăхăтра пулăшасси пулчĕ. Салтаксен амӑшӗсемпе мăшăрĕсем хуйхи-суйхисемпе йывӑрлӑхсене унпа пĕрле пайларĕç, хӑйсен ывӑлӗсемпе мăшăрĕсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Пултаруллӑ ял ҫыннисем Нина Степанова-Лотоспа (вăлах çак йĕркесен авторĕ) Зинаида Степанова тата «Таштамак кинемейӗсем» пултарулăх ансамблĕ пӗчӗк концерт кăтартрĕç, вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ юррисене юрларĕç, сӑввисене вуларĕç.
Кун пек тĕлпулусем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çынсене хăйсене вăйлăрах туйма, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ.
Нина СТЕПАНОВА.
Авăркас районĕ, Таштамак ялĕ.