Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
13 Нарӑсӑн , 11:12

Пушкăртстанăн виçĕ районĕнче çÿп-çап комплексĕсем хăпартĕç

Кăçал Пушкăртстанри Пелепей, Баймак тата Кигин районĕсенче çÿп-çап сортлакан виçĕ комплекс тăвĕç. Çакăн çинчен хулапа район пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ.

Пушкăртстанăн виçĕ районĕнче çÿп-çап комплексĕсем хăпартĕç
Пушкăртстанăн виçĕ районĕнче çÿп-çап комплексĕсем хăпартĕç

Проекта пурнăçласси пирки  калакан килĕшĕве инвесторсемпе иртнĕ çул алă пуснă. Комплекссен пĕтĕмĕшле хакĕ 10 млрд тенкĕ. 2030 çулччен Пушкăртстанра хытă коммуналлă каяшсене йышăнакан 26 объект пулмалла: тăватă çÿп-çап сортламалли комплекс, тăхăр полигон тата 13 утилизаци объекчĕ.

3239 санкцисĕр çÿп-çап тăкнă вырăнран 2917-шне тĕп тунă. Тăхăр вун пĕр çÿп-çап вырăнне «Генеральная уборка» проекта кĕртнĕ. Вĕсенчен 13-шне Раççей Çут çанталăк министерстви тавралăха сиен кÿрекен объектсен патшалăх реестрне тăратнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: