Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
15 Апрелӗн , 15:10

Киги районĕнче çÿп-çап уйăракан комплекс уçăлнă

Апрель уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хулинче Экологи форумĕ ĕçленĕ. Унта Раççейри 15 регион тата ют çĕршывсен представителĕсем хутшăннă.

Киги районĕнче çÿп-çап уйăракан комплекс уçăлнă
Киги районĕнче çÿп-çап уйăракан комплекс уçăлнă

Форум шайĕнче Киги районĕнче «МПК «ЭКО» ООО çÿп-çап уйăракан комплекс ĕçлеме пуçланă. Унăн хăвачĕ 80 пин тоннăпа танлашать. Çакăн пирки правительствăн оперативлă канашлăвĕнче экологи тата çут çанталăкпа усă курас енĕпе ĕçлекен министр Нияз Фазылов пĕлтернĕ.  

Нияз Фазылов палăртнă тăрăх, форум вăхăтĕнче РФ субъекчĕсенчи профильлĕ министерствăсемпе тата банксемпе ĕçлесси çинчен калакан 5 килĕшĕве  алă пусса çирĕплетнĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: