Урал сасси
+10 °С
Облачно
Экологи
28 Апреля 2024, 06:00

Пушкăртстан пуçлăхĕ «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чишма районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май пиллĕкмĕш хут иртекен «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннă. Акцие Раççей Геройĕ Максим Серафимов ячĕллĕ «Патриот» çарпа патриотизм паркĕн территорийĕнче йĕркеленĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстан пуçлăхĕ «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннăПушкăртстан пуçлăхĕ «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннă
Пушкăртстан пуçлăхĕ «Асăну сачĕ» экологипе патриотизм акцине хутшăннă

 - «Асăну сачĕ» акци икĕ сăлтавпа пĕлтерĕшлĕ. Эпир ахаль çеç йывăç лартмастпăр. Çакă пирĕн вăрмансене çĕнетме пулăшать. Чи пĕлтерĕшли - кашни йывăçа Совет Союзĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă,  - тенĕ Радий Хабиров.

300 çăкапа Крым хырне лартассипе çыхăннă акцие Херсон облаçĕн губернаторĕ Владимир Боделан, вăй структурисен ертÿçисем, Белорецкпа Мелеуз районĕсенчи 10-мĕш класс ачисем хутшăннă.

«Раççей» выставка-куравра Крым хырĕсенчен пĕрне Крым Республики Пушкăртстана панă.   

   

Автор:Ирида Матниязова