Пур хыпар та
Экологи
17 Майӑн , 17:40

Ĕпхÿре юр ирĕлтермелли çĕнĕ вырăн пулĕ

Ĕпхÿ хулинче юр ирĕлтермелли çĕнĕ пункт тума пуçланă. Унăн хăвачĕ талăкне 1200 кубла метр юра шыва çавăрма пултарĕ. Çакăн çинчен Пушкăртстанăн тĕп хулин мэрĕ Ратмир Мавлиев пĕлтернĕ.

Ĕпхÿре юр ирĕлтермелли çĕнĕ вырăн пулĕ
Ĕпхÿре юр ирĕлтермелли çĕнĕ вырăн пулĕ

Объект Садит Агиш урамĕнче вырнаçнă. Хула пуçлăхĕ каланă тăрăх, подрядчик кунта инженери сечĕсене улăштарса çĕнетет, çав вăхăтрах «пысăк хуран» лартма котлован хатĕрлет.

«Эпир пирĕн хулара юр ирĕлтерекен çĕнĕ пунктсем кирлине тата вĕсен тухăçлăхĕ пысăк пулмаллине ăнланатпăр. Вĕсене ăçта вырнаçтармалли вырăнсене палăртнă, халĕ проектсем тума пуçлатпăр», - тесе çырнă Мавлиев социаллă сетьсенче.

Вулакансене астутаратпăр, иртнĕ хĕлле Ĕпхÿ хулинче 1,6 млн кубла метр юр илсе тухнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: