2023 çулта республикăра пĕр çын пуçне 238,5 кг хытă коммуналлă каяш лекет. Çакă чи сахал кăтартусенчен пĕри - çÿп-çап калăпăшĕпе республика вуннăмĕш вырăн йышăнать. Кун çинчен FinExpertiza аудиторпа консалтинг сечĕн аналитика служби пĕлтерет. Тĕпчеве Росприроднадзорăн кăтартăвĕсем тăрăх ирттернĕ.
Çавăн пекех хытă коммуналлă каяшсене сахал тăвакан регионсен шутне Дагестан (213,2 кг), Марий Эл (217,6), Волгоград облаçĕ (222,3 кг), Калмыки (224,3 кг), Пермь крайĕ (231,6 кг) тата Чăваш Ен (234,9 кг) кĕнĕ.
Уйрăмах çÿп-çап калăпăшĕ пĕр çын пуçне нумайрах Магадан облаçне – 646,3 кг килет. Иккĕмĕш вырăна Адыгея – 605,8 кг, виççĕмĕшне Новгород облаçĕ – 501,7 кг йышăннă. Вĕсем хыççăн Амур облаçĕ, Чукоткăн автономи округĕ, Калининградпа Рязань облаçĕсем, ЯНАО, Воронежпа Сахалин облаçĕсем пыраççĕ. Асăннă регионсенче пĕр çын пуçне 496,7-430,1 кг хытă коммуналлă каяш лекет.
Чи пысăк танлаштаруллă виçе Мускав агломерацине килет – Мускав хулипе ун таврашĕнче пурăнакансен çине çĕршывăн хытă коммуналлă каяшсен 1/5 пайне яхăн -18,9% килет. Пурĕ Раççей Федерацинче 2023 çулта 47,2 млн тонна çÿп-çап пухăннă. Çак хисеп иртнĕ çулхипе танлаштарсан 1,3 млн тонна нумайрах.
Раççейре пурăнакан кашни çын çине вăтамран 322,3 кг çÿп-çап килет, çакă 2022 çулхипе танлаштарсан 3,1% е 9,7 кг нумайрах. Аналитиксем çакна пурнăç шайĕ ÿснине тата граждансем анлă усă куракан таварсемпе ытларах усă курнипе çыхăнтараççĕ.