Пур хыпар та
Экологи
3 Сентябрӗн 2025, 14:00

Пушкăртстанри районсене çÿп-çап турттармалли техника уйăрнă

Коммуналлă хытă каяшсене турттармалли техникăна Пелепей, Чекмагуш, Буздяк, Бакалă районĕсене тата Октябрьский хулине панă.

Пушкăртстанри районсене çÿп-çап турттармалли техника уйăрнă
Пушкăртстанри районсене çÿп-çап турттармалли техника уйăрнă

ПР Экологи министерствинче  ятарлă техникăна «Экология Т» компани  Раççей Çут çанталăк министерстви тата Раççей экологи операторĕ пулăшнипе «Росагролизинг» программăпа туяннă.

Пушкăртстан Раççейĕпе коммуналлă хытă каяшсене турттармалли техникăна туянассипе малтисен шутне кĕнĕ.

Ятарлă техникăна туянассине «Экологи тăнăçлăхĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас