Пур хыпар та
Экологи
14 Кӑрлач , 11:00

Хăрушă ÿсен-тăрансен реестрне йĕркелĕç

Республикăра хăвăрт сарăлакан хăрушă ÿсен-тăрансен списокне тăвасшăн.

Хăрушă ÿсен-тăрансен реестрне йĕркелĕç
Хăрушă ÿсен-тăрансен реестрне йĕркелĕç

Тивĕçлĕ улшăнусене Экологи кодексне тата Пушкăртстанри уйрăм сыхлакан çут çанталăк территорийĕсен саккунне кĕртĕç. ПР Патшалăх Пухăвĕн  - Курултайĕн спикерĕ Константин Толкачев пĕлтернĕ тăрăх, асăннă пуçару çĕр лаптăкĕсен хуçисене реестра кĕнĕ ÿсен-тăрансене тĕп тума хушĕ. Уйрăм сыхланакан çут çанталăк территорийĕсенче (ООПТ) тата вăрмансенче уйрăм йĕрке ĕçлĕ.

«Час сарăлакан ÿсен-тăрансем (инвазивные) ыттисене тĕп туса çĕре çавăрса илеççĕ. Çакă ÿсен-тăрансен тĕрлĕлĕхне чухăнлатать, пĕтĕмпех пĕтерет, - палăртнă Константин Толкачев.

Вăл, тĕслĕхрен Сосновскин пултăранĕ çыншăн та хăрушă пулнине, ÿте пĕçертме пултарнине пĕлтернĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас