Асăннă проект витĕмĕпе 348 çĕнĕ çул йывăçне пуçтарнă, çывăх вăхăтра вĕсене хута ярĕç. Акци хуласемпе районсенчи 13 лапамра иртнĕ, вĕсен шутне Туймазă, Октябрьский, Пелепей хулисем тата Шаран ялĕ те кĕнĕ.
Çак ĕçе çынсем хутшăнччăр тесе йĕркелÿçĕсем аниматорсемпе усă курса уяв программи хатĕрленĕ. Чăрăшсене ятарлă пунктсене леçсе паракансене пылак куччеçсем панă.
«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшать, вăл çынсемшĕн хăтлăрах пултăр тесе пурнăçа кĕрет. Ĕç пĕр харăс тĕрлĕ юхăмпа пырать: каяшсене сортласа тирпейлесси, çÿп-çап куписене пĕтересси тата юхан шывсене тасатасси, вăрмансене сыхласа хăварасси, сиенлĕ япаласене атмосферăна кăларассине чакарасси, экологи туризмне аталантарасси, биологи тĕрлĕлĕхне перекетлесси.