

Кун пирки ПР Экологи министерствинче пӗлтернӗ. Республикӑра промышленность шайĕнче пулӑ тытассине апрель уйăхĕн 15-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 15-мӗшӗччен чарĕç, Нижнекамск водохранилищинче тата Шуратӑл юхан шывӗ çинче чарусем апрель уйăхĕн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 5-мӗшӗччен пырӗҫ.
Апрель уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июнь уйăхĕн 5-мӗшӗччен пур ҫӗрте те пулă тытассине чарусем кĕртĕç. Анчах та çыран хĕрринчен пĕр хулккаллă (поплавок) е шыв тĕпĕнчен тытмалли (донный) вăлтапа пулă тытма ирĕк парĕç. Вăлта çинче икĕ çекĕлтен ытла пулмалла мар. Кун пек майпа пулă тытма вăлча сапман вырăнсенче çеç ирĕк парĕç.
«Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ пулăсене тытма юрамасть. Çакăн йышши пулăсем вăлтана çакланнă пулсан вĕсене каялла юхан шыва ямалла. Вĕсен шутне ăркай (форель), таймень, кÿтеме (хариус), çĕкĕ (стерлядь) лосось йышши пулăсем кĕреççĕ», - ӑнлантарса панă республикăри ПР çут çанталăкпа усă курасси тата экологи министрĕн çумĕ Камиль Биргулиев.
Талăкра пĕр пулăçăн 5 килограмран ытла пулă тытма юрамасть. Ÿссе çитмен пулла та каялла юхан шыва ямалла. Сăмахран, тăршшĕпе 32 сантиметра çитмен çăрттана, 90 см çитмен çуйăна (сом), 40 сантиметртан кая шерĕх (жерех), шăла (судак), сазан пулăсене. Вăлча сапнă чух саккуна пăсса пулă тытнишĕн штрафсем те ÿсĕç. Çапла майпа саккунсăр майпа таймень пулла тытнă хушăра 21 пин тенкĕ, çĕкĕшĕн (стерлядь) 9 пин тÿлемелле пулĕ.