

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров "Мурадăм ту хушӑкӗ" ҫут ҫанталӑк паркне Белоруссинчи «Беловежская пуща» заповедникран илсе килнĕ тепĕр ултӑ зубрпа пуянланнӑ, халĕ вĕсен йышĕ 31 пуçа çитнине пӗлтернĕ.
Аса илтеретпӗр, зубрсене Пушкӑртстана 2023 ҫулта Кӑнтӑр Урал çĕрĕ çинче генетика тӗлӗшӗнчен сывлăхлӑ чĕр чунсен популяцине йӗркелес тӗллевпе илсе килнӗ.
Вӗсене "Мурадăм ту хушӑкӗ"паркпа юнашар вырнаçнă Ик заказникне янă. Тӳрем çĕрсенче пурăнакан чӗр чунсем ту-вӑрманлӑ вырӑна хӑвӑрт хӑнӑхнă. Проекта пурнӑҫланӑ икӗ ҫул хушшинче 13 пӑру ҫуралнӑ. 2030 ҫул тӗлне пушкӑрт зубрӗсен шутне 50 таран ӳстерме палӑртаççĕ.