Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экологи
1 Июлӗн , 09:00

Вӑрмансене çĕнетес плана иртсе пурнӑҫланӑ

Пушкӑртстанра "Экологи ырлӑхӗ" наци проектне кӗрекен "Вӑрмансене сыхласа хӑварасси" федераци проекчӗпе 3,7 пин гектар ытла йывăç хунавӗсем лартнӑ.

Вӑрмансене çĕнетес плана иртсе пурнӑҫланӑВӑрмансене çĕнетес плана иртсе пурнӑҫланӑ
Вӑрмансене çĕнетес плана иртсе пурнӑҫланӑ

Республикăри вăрман хуçалăхĕнче асăннă кӑтарту ҫулталӑкри календарь планӗпе палӑртнинчен ултӑ процент ытларах пулнине пӗлтернĕ. Çак ĕçре вӑрман ӗрчетмелли стандартсене тивӗҫтерекен хупӑ тымар системиллĕ хунавсене пин гектара яхӑн çĕр лаптăкĕ çине лартнă.Симӗслетес ӗҫе чи пысӑк тӳпе Баймак (510 га), Белокатай (353 га) тата Зилаир (321 га) районӗсенчи лесничествӑсем хывнӑ.Вӑрман участокӗсен арендаторӗсем те ӗҫе хастар хутшӑннӑ, вĕсем 2,7 пин гектар вăрман лартнă.

Регионти вӑрман хуҫалӑхĕн министрӗ Марат Шарафутдинов каланӑ тӑрӑх, наци проекчĕн тӗп кӑтартӑвӗ – юсанă тата каснă е пĕтнĕ вӑрмансен лаптӑкӗсен хушшинчи шайлашăва тăвасси. Халӗ вӑрман ăстисен тӗп тӗллевӗ -ҫамрӑк хунавсене пӑхасси, вӗсене чĕртессипе агротехника мероприятийӗсем ирттересси.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас