Урал сасси
+25 °С
Ясно
Экологи
20 Июля , 10:00

Патруль йĕркелес тĕллевпе 111 вĕçев тунă

Пушкăртстанри вăрман пушарĕсемпе кĕрешекен служба вăрмансенчи лару-тăрăва сывлăшран тимлес ĕçе малалла илсе пырать.

Патруль йĕркелес тĕллевпе 111 вĕçев тунăПатруль йĕркелес тĕллевпе 111 вĕçев тунă
Патруль йĕркелес тĕллевпе 111 вĕçев тунă

Авиаципе усă курса патрульте тăрасси «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланать. Патруль ĕçĕ тăватă маршрут урлă выртать, 4,1 млн гектар вăрман фондне ярса илнĕ. Сывлăш карапĕсем Ĕпхÿре, Белорецк хулинче тата Бурзян районĕнчи Кивĕ Субхангулово ялĕнче вырнаçнă.

Сезон пуçламăшĕнчен летчик-сăнавçăсем 111 вĕçев тунă, пĕлĕтре 349 сехет те 40 минут ирттернĕ. Авиаци пулăшнипе Бурзян тата Учалă тăрăхĕсенчи икĕ вăрман пушарне асăрханă, вут-çулăма малалла сарăлма паман. Пĕтĕмĕшле çулталăк пуçламăшĕнчен республикăра 87 гектар çинче 15 пушар тухнине шута илнĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас