Пур хыпар та
Экономика
22 Ноябрӗн , 12:45

Пушкăртстанри сĕтĕн виççĕмĕш пайне пысăк инвестпроектлă ял хуçалăх предприятийĕсем туса илеççĕ

Республикăра таварлă сĕт туса илес енĕпе индустриллĕ сĕт-çу фермисем хăпартса пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ ял хуçалăх предприятийĕсем мала тухнă. Кун пирки ПР вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов правительствăра иртнĕ оперативлă канашлу  вăхăтĕнче пĕлтернĕ. 

Пушкăртстанри сĕтĕн виççĕмĕш пайне пысăк инвестпроектлă ял хуçалăх предприятийĕсем туса илеççĕ
Пушкăртстанри сĕтĕн виççĕмĕш пайне пысăк инвестпроектлă ял хуçалăх предприятийĕсем туса илеççĕ

 

Индустриллĕ 15 сĕт-çу комплексĕнче 2022 çулхи 10 уйăх хушшинче 204 пин тонна сĕт суса илнĕ, асăннă кăтарту республикăра туса илнĕ мĕнпур сĕтĕн (643 пин тонна) виççĕмĕш пайĕпе танлашать.

 - Çулталăк пуçланнăранпа  Авăркас районĕнчи «Урожай» тата Ермеккей районĕнчи «Северная Нива Башкирия» тулли мар яваплăхлă пĕрлĕхсенче 26-шар пин тонна ытла сĕт суса илнĕ, - тенĕ ял хуçалăх министрĕ. – Чекмагуш районĕнчи «Базы» тата Çтерлĕ районĕнчи «Калинина» ял хуçалăх предприятийĕсенче – 20-шер пин тонна яхăн. Таварлăх сĕт суса илессин тухăçĕ ÿсни ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе тĕллевлĕ ĕçсем тунипе  тата отрасле аталантарнипе çыхăннă.

Паян республикăра сĕт-çу фермисем хăпартма тата сĕте тирпейлеме тĕллев лартнă 23 проект пурнăçланать. Проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ – 26 млрд тенкĕ. Чылайăшĕ туса пĕтернĕпе пĕрех. Вĕсене пурнăçа кĕртме палăртнă хисепĕн çурри ытла укçи-тенкине ĕçе хывнă та ĕнтĕ.

Справка. Республикăра хăйсен инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртекен предприятисене  пурлăхшăн налог тÿлессинчен хăтараççĕ, тупăш налогĕ тÿлес енĕпе çăмăллăхсем параççĕ. Çавăн пекех хушма çăмăллăхсем те пур. Сăмахран, çĕр лаптăкĕсене аукцион ирттермесĕрех арендăна параççĕ, инфраструктура тума тăкакланă укçа-тенке те саплаштараççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас в