Пур хыпар та
Экономика
24 Ноябрӗн , 16:40

Эрне хушшинче тата 10 пин тонна сахăр туса кăларнă

Пурĕ регионта сахăр кăшманĕн çĕнĕ тухăçĕнчен 110 пин тонна сахăр туса илнĕ.

Эрне хушшинче тата 10 пин тонна сахăр туса кăларнă
Эрне хушшинче тата 10 пин тонна сахăр туса кăларнă

Халĕ Пушкăртстанри сахăр завочĕсем хамăр чĕр тавартан сахăр тăваççĕ. Ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне республикăри икĕ завод 714 пин тонна пылак тымара хута янă, 110 пин тонна сахăр туса илнĕ. Раевкăри сахăр завочĕ 56 пин тонна ытла, Чишма завочĕ 53 пин тонна пылак апат туса кăларнă.

Кăçал сахăр кăшманне регионта 44 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче ÿстернĕ. Пылак тымарсен пĕтĕмĕшле тухăçĕ 1,39 млн тоннăпа, вăтам тухăç гектартан 309 центнерпа танлашнă.

Пылак тымар ÿстерекен ял хуçалăх предприятийĕсем тата сахăр завочĕсем кашни çул республикăна халăха кирлинчен ытларах сахăрпа тивĕçтереççĕ. Тĕрĕссипе пĕр çынна çулталăкне норма тăрăх 24 килограмм кирлĕ, чăннипе  вара пылак апата икĕ хут нумайрах çиеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в