+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Судра вырăнта пурăнакан икĕ арçын наркотиксем сутса укçа тума шутлани паллă пулнă. Вĕсем интернет урлă сутма юраман сиенлĕ хутăша туяннă та пĕчĕк пакетсем çине уйăрса вăрттăн вырăнсене хурса тухнă. Ун хыççăн арçынсем туянакансем тупса вĕсене вăрттăн вырăнсен адресĕсене ярса панă. Вĕсен ĕçне полици ĕçченĕсем тупса палăртнă. Пурĕ хулара сиенлĕ хутăш чикнĕ 27 пакет тупнă.
Судпа айăпланакансем хăйсен айăпне йышăннă. Суд саккуна хирĕçле ĕç тунă пĕр арçынна 9 çул та ултă уйăха, теприне 11 çул та ултă уйăха ирĕксĕр хăварма, çирĕп режимлă колоние яма йышăннă. Анчах прокуратура суд йышăнăвĕ çирĕп мар тесе жалоба панă.