Пур хыпар та
Экономика
24 Ноябрӗн , 14:40

«Пушкăртстан Хĕвел анăçĕнчен илсе килекен нумай япалана улăштарма пултарать»

Регионти проблемăсен институчĕн наука ертÿçи Дмитрий Журавлев шутланă тăрăх, Пушкăртстан Хĕвел анăçпа Европа сĕнекен нумай япалана улăштарма пултарать.

«Пушкăртстан Хĕвел анăçĕнчен  илсе килекен нумай япалана улăштарма пултарать»
«Пушкăртстан Хĕвел анăçĕнчен илсе килекен нумай япалана улăштарма пултарать»

- Пĕрремĕшĕ - мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси. Ку отрасле аталантарма уйрăмах кăткăс. Пушкăртстан ку енĕпе ахаль те пĕрремĕш вырăнта. Выльăх-чĕрлĕх шучĕпе те, çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе те, унпа ĕçлеме пĕлнипе те. Иккĕмĕшĕ - содăпа удобрени. Унăн никĕсĕ шăпах пирĕн республикăран. Виççĕмĕшĕ - пысăк пахалăхлă тĕш тырăсем. Тÿррипех калатăп, Европăри  тырă пысăк пахалăхлă мар. Пушкăртстан вара тухăçĕпе те, лаптăксем пысăк пулнипе те мала тухать, - тенĕ «ОТР» федераллă каналăн тÿрĕ эфирĕнче Дмитрий Журавлев.

Эксперт республикăн тепĕр паха енне те - нефтьпе ял хуçалăх продукцине малтанхи тапхăрта тирпейлессине те - палăртнă

 - Пушкăртстан – авалхи нефть регионĕ. Çĕпĕрти нефте пушкăртсеннинчен чылай каярах уçнă. Сăмахран, унпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче усă курнă. Ăна тупăшлăрах тирпейлени регионăн нухрачĕ пысăкрах пулассине пĕлтерет.      

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас в