Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
8 Ноябрӗн 2023, 09:27

Сахăр кăшманĕн тухăçĕ 592 центнерпа танлашнă

Пушкăртстанра сахăр кăшманне пухса илесси вĕçленсе пырать. ПР Ях хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне ăна 46,1 пин гектар çинчен (мĕнпур лаптăкăн 97 % пулать) пуçтарса илнĕ. Республикăри пĕтĕмĕшле тухăç виçи 1,58 млн тоннăпа танлашать.

Сахăр кăшманĕн тухăçĕ 592 центнерпа танлашнă
Сахăр кăшманĕн тухăçĕ 592 центнерпа танлашнă

Пылак тымар çимĕçĕн вăтам тухăçĕ республикипе гектартан 344 центнера çитет. Çакă пĕлтĕрхинчен 14% нумайрах.

Чи пысăк тухăç Туймазă районĕнче илнĕ – гектартан  592 центнер. Чишма районĕнчи çĕр ĕçченесем пурĕ 293 пин тонна сахăр кăшманĕ çитĕнтернĕ, ку вăл регионти чи пысăк кăтарту шутланать. Вĕсем çак культура валли çĕр лаптăкĕсене те ытларах уйăраççĕ.

Çав вăхăтрах Пушкăртстанри икĕ сахăр завочĕ пурĕ 80 пин тонна продукци туса кăларнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: