Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
21 Декабрӗн 2023, 15:55

Октябрьский хулинче тротуар плиткисем туса кăларакан производствăна хута ярĕç

ПР Пуçлăхĕн хушăвĕпе «Кубометр» компанисен ушкăнне суту-илÿсем ирттермесĕр Октябрьский хулинчи Вокзальная урамра 2 гектар çĕр тара парĕç. Компани «Вибропресланă япаласем туса кăларакан производство енĕпе завод хăпартасси» (брусчатка, тротуар плиткисем, бордюрсем тата ытти) пысăк инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртет.

Октябрьский хулинче тротуар плиткисем туса кăларакан производствăна хута ярĕç
Октябрьский хулинче тротуар плиткисем туса кăларакан производствăна хута ярĕç

Инвестицисен калăпăшĕ 300 млн тенкĕпе танлашать. Производствăна хута ярсан унта 50 яхăн çын ĕçлĕ. Асăннă проекта республика ертÿçи «Инвестици сехетĕнче» пăхса тухнă, ырланă.

Проекта «пысăк пĕлтерĕшлĕ» статус панă. Çакă ăна налог çăмăллăхĕсемпе усă курма май парать. Унсăр пуçне инвестора республикăри Промышленноçа аталантаракан фондран çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: