Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
14 Кӑрлач , 17:00

Раççейре 2023 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх инфляци 7,4 % танлашнă

Рф Экономика аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 2023 çулта инфляци виçи 2022 çулхипе пăхсан 7,43 процентпа тÿр килет. Апат-çимĕç 8,16 процент хаклăланнă, промышленность таварĕсем – 5,96 процент, тĕрлĕ йăла пулăшăвĕ (услуги) парасси – 8,33 процент.

Раççейре 2023 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх  инфляци 7,4 % танлашнă
Раççейре 2023 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх инфляци 7,4 % танлашнă

Пуринчен ытла декабрь уйăхĕнче чăх çăмарти (+61 %), чăх какайĕ (+28%) тата пахча çимĕç (+24 %) хаклăланнă.  Алкоголь напитокĕсен хакĕ çулталăк хушшинче 2,5 % ÿснĕ.

Апат-çимĕçпе çыхăнман продукци хакĕ вăтамран 6 % хаклăланнă. Çавăн пекех табак изделисен 7 процент ытла (+7,02 %), бензин (+7,23%), эмелсен (+7,9 %) хакĕсем çĕкленнĕ. Çав вăхăтрах телерадиотаварсен хакĕсем 6,2 процент чакни палăрнă. Тĕрлĕ пулăшу парас сегментра ют çĕршыв туризмĕ (+25 %) тата пассажирсене турттарасси (+15,7 %) хаклăланнă.

Яланхи пекех Пушкăртстанра инфляци пĕтĕм Раççейринчен пĕчĕкрех. Сăмахран, ноябрь уйăхĕнче республикăра вăл 6,9 процент пулнă. Çав вăхăтрах Атăлçи федераллă округра вăтамран - 7,2 процентпа, Раççейре 7,5 процентпа танлашнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: