Урал сасси
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
17 Кӑрлач , 09:40

Президент гранчĕсене çĕнсе илес конкурсра республикăн 46 проекчĕ çĕнтернĕ

2024 çулта Президент гранчĕсен фончĕн конкурсĕнче Пушкăртстанри 46 проект 65,8 млн тенкĕ çĕнсе илнĕ. Пирĕн республикăри 46 пуçару пулăшу илме тивĕçнĕ.

Президент гранчĕсене çĕнсе илес конкурсра республикăн 46 проекчĕ çĕнтернĕ
Президент гранчĕсене çĕнсе илес конкурсра республикăн 46 проекчĕ çĕнтернĕ

Грантсен шучĕпе тата укçа-тенкĕ хисепĕпе регион малта пыракан пилĕк регион шутне кĕнĕ. Президент гранчĕсен фончĕн координаци комитечĕн ларăвĕнче тунă пĕтĕмлетÿсене ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров çапла ăнлантарса панă.

Кунтах регион шайĕнче ирттерекен грантсен конкурсĕсене хушма укçа-тенкĕпе (софинансировани шайĕнче) тивĕçтерес заявкăсене те пăхса тухнă. Пушкăртстан 2024 çулта 90,3 млн тенкĕ илĕ – РФ субъекчĕсем хушшинче чи пысăк хисеп. 2021 çултан пуçласа республика çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме 364,8 млн тенкĕ нухрат тăкакланă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: