Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
20 Кӑрлач , 09:50

Ют çĕршывсенчен илсе килнĕ çăмарта пулă тутиллĕ

Раҫҫее Турцирен, Азербайджанран ҫӑмарта кӳрсе килеҫҫӗ. Вӗсем хамӑрӑннинчен йӳнӗрех, анчах тутипе пирӗнни пек мар, урӑхларах. Ҫакна техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Александр Ишевский «Лента.ру» сайта каласа кӑтартнӑ.

Ют çĕршывсенчен илсе килнĕ çăмарта пулă тутиллĕ
Ют çĕршывсенчен илсе килнĕ çăмарта пулă тутиллĕ

Вӑл каланӑ тӑрӑх, усӑлӑхӗ тӗлӗшпе вӗсен уйрӑмлӑх ҫук. Анчах ҫӑмарта хӑй те, тути те расна пулнине асӑрхамасӑр  хӑвараймӑн. Пӗрремӗшӗнчен, сарри тӗлӗнтерме пултарать: шупка е ытла сарӑ. Унӑн тути те хӑйне евӗр. Ку чӑхсене мӗнпе тӑрантарнинчен килет. Тӗслӗхрен, пулӑ йышши апат ҫитернӗ тӗк ҫӑмартана пӗҫерсен те пулӑ тути пур.

Ют ҫӗршывсенчи ҫӑмарта калӑпӑшӗпе те расна, ҫавӑнпа вӗсене категорие уйӑрмасан та пултараҫҫӗ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: