Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
1 Нарӑсӑн , 11:55

Казахстана 3 тонна кăмăс ăсатнă

Пушкăрт предприяти – «Пушкăртстан продукчĕ» проектăн дипломанчĕ Казахстана черетлĕ кăмăс партине ăсатнă. Хальхинче экспорта 3 тонна тăратнă тесе пĕлтернĕ ПР Суту-илÿ министерствинче.

Казахстана 3 тонна кăмăс ăсатнă
Казахстана 3 тонна кăмăс ăсатнă

Пĕтĕмĕшле илес пулсан «Экопродукт» ООО иртнĕ çулхи çу кунĕсенчен пуçласа кÿршĕллĕ çĕршыва 15 тонна продукци сутнă.

 - Кăмăс туса кăларакан сĕт-çу завочĕ Баймак районĕнче вырнаçнă. Хăйсен лабораторийĕ пурри кунсерен сĕт пахалăхне тимлесе тăма  май парать. Предприяти экспортер статуса тата «Халяль» сертификата тивĕçнĕ.

Йÿçĕ ĕçмене кÿршĕллĕ патшалăхра ыйтакансем нумай. Вăл чăн кăмăсран пылакрах, çавăн пекех унра хушма хушăм (добавка) пулма пултарать. Сăмахран, пыл, - каласа панă ПР Суту-илÿ министерствинче.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: