Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
8 Нарӑсӑн , 14:55

Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Беларусине кайнă

Паян, февраль уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Беларусь Республикине кайнă. Делегацине ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пырать.

Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Беларусине кайнă
Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Беларусине кайнă

Пушкăртстан представителĕсем Минск хулинчи автомобиль заводне, «Великий камень» Китайпа Беларуси индустри паркне çитсе курма палăртаççĕ. Çавăн пекех Радий Хабиров Белоруси компанийĕсен ертÿçисемпе ĕçлĕ калаçусем йĕркелесшĕн. Унсăр пуçне вăл Беларуси премьер-министрĕпе Роман Головченкăпа икĕ республикăн бизнес-форумне хутшăнĕ.

– Эпир Беларусипе ĕçлĕ çыхăнусене аталантарас енĕпе пысăк ĕçе малалла тăсатпăр, вăл – пирĕн тĕп патрнер, – тенĕ Радий Хабиров Минск аэропортне килсе çитсе журналистсен ыйтăвĕсем çине хурав панă май. –  Хутшăнусене аталантарас ĕçре чылай пысăк утăм тунине сыхласа хăварас тесен тăтăшах тĕл пулмалла, çĕнĕ проектсене сÿтсе явмалла. Хальхинче те эпир бизнес мисси илсе килтĕмĕр. Унăн йышĕнче 54 компани, вĕсем çĕнĕ партнерсем тупма  палăртаççĕ. Ыранхи тĕлпулусенче пирĕн компанисем хăйсен презентацийĕсемпе паллаштарĕç. Унсăр пуçне çĕршывăн премьер-министрĕпе Роман Головченкăпа тĕл пулăпăр, «çул-йĕр карттине» сÿтсе явăпăр. Мĕншĕн тесен калаçса татăлнисем  «çул-йĕр карттипе» çыхăнаççĕ. Виçĕ пысăк килĕшÿ алă пусма та хатĕр пулăпăр. Çав шутра: машиностроени сферинчи МАЗ строительство завочĕ – МАЗпа Ĕпхÿри трамвайпа троллейбус завочĕн пĕрлехи проекчĕ. Проектра – аккумуляторсем туса кăларакан завод йĕркелесси. Унсăр пуçне паянхи кун пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен «Амкодор-Алга» проект та (строительство тата тиев техники кăларакан пысăк завод). Çаксем пурте промышленноçпа çыхăннă. Эпир ытти ыйтусене те, культурăпа туризм шайĕнчисене, сÿтсе явăпăр.   

Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Беларусине кайнă
Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Беларусине кайнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: