Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Нарӑсӑн , 16:10

Пушкăртстанри вăрлăха экспорта ярасси 6 хут ÿснĕ

2024 çулхи январь уйăхĕнче Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсем акмалли вăрлăха ют çĕршывсене ăсатасси 6 хут ÿснĕ тесе пĕлтернĕ Россельхознадзорăн регионти управленийĕн пресс-служби.

Пушкăртстанри вăрлăха экспорта ярасси 6 хут ÿснĕ
Пушкăртстанри вăрлăха экспорта ярасси 6 хут ÿснĕ

Çак вăхăтра çÿлерех асăннă ведомство ĕçченĕсем 15 парти тулă тата эспарцет вăррине тĕрĕсленĕ. Вĕсене Таможня союзĕ урлă ирттернĕ хыççăн Казахтана тата Киргизине сутнă.

«Шанчăклă продукцине, унăн пĕтĕмĕшле виçи 304 тоннăпа танлашать, çĕршывран автомобильсем çине тиесе илсе тухнă. Мĕнпур вăрлăх валли ятарлă 15 фитосанитари сертификачĕ хатĕрлесе панă», - тенĕ Россельхознадзорăн Пушкăртстанри управленийĕнче.

Танлаштарма: 2023 çулхи январьте  Россельхознадзорăн Пушкăртстанри территори управленийĕ эспарцет вăрлăхĕн виçĕ партине, 54 тонна, тĕрĕслесе Киргизине сутма ирĕк панă.

Сăмах май, кăçалхи январь уйăхĕнче Абзелил, Мелеуз, Учалă тата Хайбулла районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем Бельги, Германи, Казахстан, Китай, Латви тата Польша çĕршывĕсене 2445 тонна çу тумалли йĕтĕне экспорта ăсатнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: