Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
27 Нарӑсӑн , 11:10

Ĕпхÿре çĕнĕ арматура завочĕ хута ярĕç.

«Автогруз» компани Ĕпхÿ хулин Тим районĕнче арматура завочĕ хăпартма пуçлать. Вăл республика правительствипе инвестици уйăрасси тата ăна хÿтелесси пирки килĕшÿ тунă.

Ĕпхÿре çĕнĕ арматура завочĕ хута ярĕç.
Ĕпхÿре çĕнĕ арматура завочĕ хута ярĕç.

Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 158 млн тенкĕпе танлашмалла. Предприятинче 24 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Унта тĕрлĕ йышши арматурăсем кăларма пуçлĕç, çав шутра çурт-йĕр хăпартнă чухне усă кураканисене те. Чĕр тавар вырăнне тимĕр-тăмăр пулĕ.

Асăннă проекта кăçалхи «Ивестсехетĕн» пĕрремĕш ларăвĕнче пăхса тухнă. Строительство ĕçĕсене çитес çуркунне пуçламалла, 2026 çулта завода хута ямалла.

Проекта пурнăçа кĕртнĕ чухне инвестор налог çăмăллăхĕсемпе усă курĕ, çавна пула вăл приоритетлă статус илнĕ. Çавăн пекех çĕр вырăнне суту-илÿ конкурсĕ ирттермесĕр уйăрса парĕç. Хальхи вăхăтра çĕр лаптакĕн виçине тĕрĕслесе хак панине пĕлтернĕ правительствăн пресс-службинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: