Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
28 Нарӑсӑн , 12:10

Китая выльăх апачĕ тиенĕ 62 вагон ăсатнă

Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕ Китай Халăх Республикине пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ тиенĕ 62 чугун çул вагонĕ ăсатнине тĕрĕсленĕ. Экспорта янă пĕрчĕкленĕ кăшман жомĕн пĕтĕмĕшле виçи 1 563 тоннăпа танлашнă. Ăна республикăри сахăр завочĕсем хатĕрленĕ.

Китая выльăх апачĕ тиенĕ 62 вагон ăсатнă
Китая выльăх апачĕ тиенĕ 62 вагон ăсатнă

Сахăр кăшманне ĕçе кĕртнĕ май тăрса юлнă продукци лаборатори экспертизисем витĕр иртнĕ. Этномологи тата гербиологи экспертизисен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн пахалăхлă выльăх апатĕнче хăрушă карантин организмĕсем тупман.

2024 çул пуçламăшĕнчен Пушкăртсанри сахăр тата çут туса илекен предприятисем Китайпа Латвине 33,3 пин тонна ытла ÿсен-тăран апачĕ ăсатнă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 4,2 пин тонна ытларах.

«Тивĕçлĕ тата тухăçлă ĕç, кăтартуллă предпринимательство» наци тĕллевĕ шайĕнче «Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕ вăй илнĕ. Унăн тĕллевĕ – 2030 çул тĕлне чĕр таварсен шутне кĕмен энерги паман таварсен экспортне 70  процент таран ÿстересси.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: