Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
29 Нарӑсӑн , 11:35

Радий Хабиров малашлăхри тĕп тĕллевсене палăртнă

Республика ертÿçи Радий Хабиров муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ семинарта территорисене аталантармалли социаллă экономика ыйтăвĕсене тата 2024 çулти вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тĕллевĕсене сÿтсе явнă.

Радий Хабиров малашлăхри тĕп тĕллевсене палăртнă
Радий Хабиров малашлăхри тĕп тĕллевсене палăртнă

Радий Хабиров муниципалитетсене 2023 çулта республикăна аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн, çавăн пекех социаллă экономика программисемпе проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕшĕн тав тунă.

 – Пĕрлехи ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ - ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене тата вĕсен çемйисене пулăшу парасси, – палăртнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ. – Çак ĕçе тĕрĕс йĕркеленĕ тата хăйсем хастар хутшăннă хула-район пуçлăхĕсене тав тăватăп.

Малашлăхри тĕп тĕллевсем çаксем: наци тата федераллă проектсене пурнăçа кĕртесси, экономика ÿсĕмне çирĕп тытса пырасси, социаллă тивĕçсене пурнăçласси.  

Радий Хабиров каланă тăрăх, кăçал республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе пулăмсем иртмелле. Çав шутра – Раççей Президентне тата Пушкăртстан Пуçлăхне суйласси, Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейне паллă тăвасси, Раççейпе Казахстан хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвăн XX форумĕ, «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум. Çавăнпа асăннă мероприятисене тивĕçлĕ  шайра ирттерме яваплăха туйса хатĕрленмелле.

Унччен маларах, РФ Президенчĕ Владимир Путин Ĕпхÿ хулинче Еврази наукăпа вĕрентÿ центрĕн Аслă шкулсен хушшинчи студент кампусне уçнă вăхăтра, Пушкăртстанăн социаллă экономика аталанăвĕ юлашки çулсенче пĕлтерĕшлĕ ÿснине палăртнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: