Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
7 Мартӑн , 14:00

Сахăр завочĕсем производство сезонне вĕçленĕ

Икĕ сахăр завочĕ 2023 çулта пуçтарса илнĕ сахăр кăшманне ĕçе кĕртсе пĕтернĕ. Чишмари сахăр завочĕ тата «Раевсахар» компани 227 пин тонна сахăр туса илнĕ. Иртнĕ çулхи сезонпа танлаштарсан, 11,4% процент ытларах.

Сахăр завочĕсем производство сезонне вĕçленĕ
Сахăр завочĕсем производство сезонне вĕçленĕ

Туса илнĕ сахăрăн калăпăшĕ çын усă курнинчен темиçе хут нумайрах. Медицина нормипе килĕшÿллĕн çулталăкне пĕр çын 8 кг сахăр çиет.

Техника культурине иртнĕ çулхине 19 районта çитĕнтернĕ, пылак тымар 47,5 пин гектар йышăннă. Вĕсенчен 1,6 млн тонна тухăç пуçтарса илнĕ.

Сахăр песукĕ экспорта яракан тĕп продукцисен шутĕнче. 2023 çулта ют çĕршывсене 48,9 млн долларлăх 71 пин тонна сахăр ăсатнă. Пушкăрт сахăрне Казахстанпа Кăркăстана, Монголипе Таджикистана, Афганистана тата ытти çĕршывсене сутнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: