Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
14 Мартӑн , 15:10

«Амкодор-Алга» завод 16 тĕрлĕ промышленность машини туса кăларĕ

«Амкодор-Алга» заводра 16 тĕрлĕ çул-йĕрпе строительство техники (грейдерсем, бульдозерсем, экскаваторсем) туса кăларма палăртаççĕ.

«Амкодор-Алга» завод 16 тĕрлĕ промышленность машини туса кăларĕ
«Амкодор-Алга» завод 16 тĕрлĕ промышленность машини туса кăларĕ

Çакăн пирки инвестици сехетĕнче «АМКОДОР» ОАО директорсен канашĕн председателĕ Александр Шакутин пĕлтернĕ. 2023 çулхи октябрь уйăхĕнче регион пулăшу панипе холдинг Ĕпхÿ районĕнче тĕш тырă типĕтмелли комплекссем хута янă. Çĕнĕ производствăра 100 яхăн специалист ĕçлет.

 - Агропромышленность комплексĕ хăвăрт аталаннине шута илсе эпир ял хуçалăхĕнче усă курмалли оборудованисен ассортиментне анлăлатасшăн, - тенĕ Александр Шакутин.  – Унччен маларах çак проекта пурнăçа кĕртме инвестицисен калăпăшне ÿстерме йышăнтăмăр – 2,1 млрд тенкĕрен пуçласа 3 млрд тенкĕ таран.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: