Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
22 Мартӑн , 12:30

Хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕсем ÿснĕ

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки эрне хушшинче Пушкăртстанра помидорпа сахăр песукĕн тата пĕçернĕ кăлпасси хакĕсем ÿснĕ.

Хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕсем ÿснĕ
Хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕсем ÿснĕ

Март уйăхĕн 11-18-мĕшĕсенче пуринчен ытларах помидор хаклăланнă (+2,9%). Паянхи кун вăтамран пĕр килограмм асăннă çимĕçе 241,46 тенкĕпе туянма пулать. Унсăр пуçне хаклăланнă çимĕçсен списокне сахăр песукĕ (+1,5%) кĕнĕ. Унăн хакĕ 66,39 тенкĕпе танлашать.

Çавăн пекех пĕçернĕ кăлпасси - 1,5% (471,82 тенкĕ), кишĕр - 1,4% (37,74 тенкĕ), хăйма хакĕсем 1,3 процента (258,15 тенкĕ) ÿснĕ.

Çав вăхăтрах хăяр хакĕ 10% йÿнелнĕ -  вăтамран пĕр килограмм çимĕçе 164,12 тенкĕ парса туянма пулать. Чăх çăмартисен хакĕ - 2,7% (пĕр теçетке 114,24 тенкĕ), вир кĕрпи  2,9% (43,38 тенкĕ) чакнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: