Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
26 Мартӑн , 08:50

Пушкăртстанри предприятисем чугун çулпа 21 млн тонна çăк ăсатнă

2023 çулта Пушкăртстанри предприятисем чугун çулпа 21 млн тонна тĕрлĕ тавар турттарнă. Çакă 2022 çулхипе танлаштарсан 306,6 пин тонна е 1,44 % сахалрах пулать. Асăннă кăтартусемпе Куйбышев чугун çул управлени ертÿçин çумĕ Дмитрий Новиков правительство канашлăвĕнче паллаштарнă.

Пушкăртстанри предприятисем чугун çулпа 21 млн тонна çăк ăсатнă
Пушкăртстанри предприятисем чугун çулпа 21 млн тонна çăк ăсатнă

Унăн сăмахĕ тăрăх, мĕнпур çăкăн (21 млн тонна) 759 пин тоннине çĕнĕ партнерсем ăсатаççĕ иккен. Тĕш тырă турттарасси самай ÿснĕ (+142 %). Çавăн пекех сахăр (+21%), тимĕр-тăмăр (+8), контейнерсенчи çăксем (+7,8 %) илсе çÿресси нумайланнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартусем чакни строительство материалĕсем (- 39 %), химикатсемпе содăсем (- 5,5 %), промышленноç валли чĕр тавар (6,5 %) турттарсси сахалланнипе çыхăннă. Нефтьрен тунă таварсене чугун çулпа ăсатасси те чакнă (-0,6 %) .

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: