Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
28 Мартӑн , 14:35

Пушкăртстан бюджетне улшăнусем кĕртнĕ

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем «2024 çулхи тата 2025-2026 çулсенчи планпа палăртнă тапхăрти ПР бюджечĕ çинчен» закона улшăнусем кĕртнĕ.

Пушкăртстан бюджетне улшăнусем кĕртнĕ
Пушкăртстан бюджетне улшăнусем кĕртнĕ

Парламент спикерĕ Константин Толкачев каланă тăрăх, 2024 çулта бюджетăн тупăш пайне çĕнетсе (8 млн тенкĕ ытларах туса) çĕнĕ закон йышăннă.

«Тупăш пайне ÿстересси икĕ сăлтава пула пурнăçланмалла. Чăн малтан уйрăм çынсен ĕç укçинчен пухăнакан налог (НДФЛ) виçи ÿссе пыни палăрать – хыснана 3,9 млрд  тенкĕ ытларах кĕмелле. Унсăр пуçне предприятисен хаклă хутсенчен пухăнакан налогпа çыхăннă прогноз та лайаххине шантарать. Çакă вĕсен  финанспа хуçалăх ĕçĕсем ăнăçлă пынине çирĕплетет. Çапла вара республикăна тивĕçекен акцисен дивиденчĕ шайĕнче бюджета тата 4 млрд тенкĕ тупăш хушăнĕ. Прогноз тăрăх çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курнăшăн пухăнакан налог та 0,1 млрд тенкĕ ытларах пухăнмалла», - ăнлантарса панă вăл.

Çав вăхăтрах тăкаксен калăпăшĕ те ÿснĕ.

«Социаллă ыйтусене татса пама ытларах укçа-тенкĕ тăкакланĕ. Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме тата ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене социаллă пулăшу пама резервлă укçа-тенкĕ палăртнă. Республикăри Çул-йĕр фончĕ те палăрмаллах ÿснĕ», - тенĕ Константин Толкачев.

 Çĕнетсе улшăнусем кĕртнĕ хыççăн 2024 çулхи республика бюджечĕ пĕтĕмĕшле çапла пулĕ: тупăш пайĕ -298,9 млрд тенкĕ, тăкаксем – 311,2 млрд тенкĕ, дефицит – 12,3 млрд тенкĕ.

2025-2026 çулсенчи планпа палăртнă бюджет виçисене улшăнусăр хăварнă тесе пĕлтернĕ ПР Патшалах Пухăвĕн пресс-службинче.

Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче Пушкăртстанри тĕрлĕ шайри бюджетсене дефицитсăр пурнăçланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: