Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
5 Апрелӗн , 12:00

Бакалă районĕнче комбикорм туса кăларакан завод уçăлĕ

Нумай пулмасть Бакалă районĕнче вырăнти фабрика тавар туянакансене чăх çăмартипе тивĕçтерме пуçланă.

Бакалă районĕнче комбикорм туса кăларакан завод уçăлĕ
Бакалă районĕнче комбикорм туса кăларакан завод уçăлĕ

«Бакалинская птицефабрика» компани 110 пин чăх вырнаçмалăх икĕ корпус, хатĕр продукцине упрамалли тата тиесе ямалли склад хăпартнă. Кунсерен предприятинчи чăхсем 80-90 пин çăмарта тăваççĕ. Продукци «Халяль» сертификата тивĕçнĕ.

Çулсерен предприяти 150 пин бройлер, 300 пин çăмарта тăвакан чăх çитĕнтерет. Компани комбикорм туса кăларакан завод тата çĕнĕ производство корпусĕсем хăпартма палăртать. Район администрацийĕ палăртнине пурнăçа кĕртме çĕр лаптăкĕ суйласа илме пулăшнă. Халĕ ăна тара парассипе çыхăннă документсене хатĕрлеççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: