Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Апрелӗн , 14:30

Пуçласа Индие пăрçа ăсатнă

Пушкăртстанри агропромышленность комплексĕн историйĕнче пуçласа Индие пăрçа экспорта янă. Кăнтăр Азин чи пысăк çĕршывне тата халăх йышлă пурăнакан вырăна Чишма районĕнчи предприяти 390 тонна пăрçа тиесе янă тесе пĕлтернĕ Раççей ял хуçалăх надзорĕ.

Пуçласа Индие пăрçа ăсатнă
Пуçласа Индие пăрçа ăсатнă

Пăрçа йышши культурăна экспорта ярассине ведомство специалисчĕсем тĕрĕслесе тăнă. Суйласа илнĕ тĕслĕхсем фитосанитари экспертизи урлă иртнĕ. Тĕпчевсен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн хăрушă карантин организмĕсем тупман, мĕнпур продукци çĕршыв-импортер ыйтнине тивĕçтерет.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: