Урал сасси
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
22 Апрелӗн , 16:45

Узбекистан Пушкăртстана 1 млрд ытла тенкĕлĕх улма-çырла илсе килĕ

Паян, апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Ташкент хулинче «Иннопром. Центральная Азия» форум-курав иртет.

Узбекистан Пушкăртстана 1 млрд ытла тенкĕлĕх улма-çырла илсе килĕ
Узбекистан Пушкăртстана 1 млрд ытла тенкĕлĕх улма-çырла илсе килĕ

Унта Каракалпакстанри (Узбекистан) Министрсен Канашĕпе Пушкăртстан правительстви пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва аталантарас тĕлĕшпе «çул-йĕр картти» алă пусса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Пушкăртстан Республикинчи «Евразия – Уфа»  предприяти тата Узбекистанри суту-илÿ предприятийĕ 1 миллиард ытла тенкĕлĕх улма-çырлапа тивĕçтересси çинчен калакан контракта алă пуснă. Çакăн пирки Пушкăртстанри суту-илÿ министрĕ Алекйсей Гусев пĕлтернĕ.

Министр ăнлантарса панă тăрăх, кунта Узбекистанра çитĕнтерекен мĕнпур улма-çырла пирки сăмах пырать.

 - Паянхи кун асăннă продукципе анлă усă кураççĕ. Пушкăртстанпа Узбекистан хушшинчи çулталăкри тавар çаврăнăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Кунта чĕрĕ улма-çимĕç кăна мар, вĕсенчен тунă апат-çимĕç те кĕрет,  - тенĕ Алексей Гусев.

Алă пусса çирĕплетнĕ контракт Пушкăртстанри шалти рынока кăна мар, кÿршĕ республикăсене те таварпа тивĕçтерĕ. «Евразия – Уфа» Раççейре типĕ улма-çырла сутассипе чи пысăк дистрибьюторсенчен пĕри шутланать.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: