Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
26 Апрелӗн , 12:10

Ĕпхÿ çывăхĕнчи Жилинăра аш-какай комбиначĕ хăпартĕç

Ĕпхÿ хулинче инвестора Жилино поселокĕнче аш-какайран продукци туса кăларакан завод хăпартма суту-илÿсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса панă.

Ĕпхÿ çывăхĕнчи Жилинăра аш-какай комбиначĕ хăпартĕç
Ĕпхÿ çывăхĕнчи Жилинăра аш-какай комбиначĕ хăпартĕç

«Колбасыр» ООО 0,8 гектар лаптăк çинче производство цехĕ (990 тăваткал метр) тата трансформатор станцийĕ хăпартĕ, çăк турттаракан транспорта тăратмалли вырăн тăвĕ. Пĕтĕмĕшле инвестор проекта пурнăçа кĕртме 45 млн тенкĕ тăкаклĕ.

Строительство ĕçĕсене 2025 çул вĕçĕ тĕлне вĕçлеме план тунă. Завод хăвачĕ – çулталăкне 400 тонна кăлпассипе сосиска, çурма фабрикатсем (пельмень, котлет тата ытти) туса кăларĕ. Инвестор республика хуçалăхĕсем çитĕнтернĕ чăхпа сысна тата ĕне ашĕнчен продукци тума палăртать.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: