Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
15 Майӑн , 15:20

Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа - Китайра

ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе Пушкăртстан делегацийĕ официаллă визитпа Китая кайнă. Ĕç программи тулли те тĕрлĕ енлĕ пулĕ: партнерсемпе тĕл пуласси, В2В (бизнес бизнес валли йĕркеленĕ) тĕлпулусем, республикăн экономикăпа инвестици хăватне уçса паракан презентаци, «ЭКСПО Раççей-Китай» форума хутшăнасси тата ыт.те.

Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа - Китайра
Пушкăртстан делегацийĕ ĕçлĕ визитпа - Китайра

Пушкăртстаншăн Китай Халăх Республики чи çывăх партнерсенчен пĕри шутланать. Шăпах унпа тĕрлĕ сферăсенче ĕçлĕ çыхăну йĕркеленнĕ те. Паянхи кун тĕлне провинцисен пĕрре виççĕмĕш пайĕпе килĕшÿсем тунă тесе палăртнă ПР правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.

 - «Пĕр-пĕрне шанни – туслăх никĕсĕ» - çапла калать китай каларăшĕ. Астутаратпăр, иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче пирĕн республикăн делегацине Шанхайра, Наньчанра тата ытти хуласенче ăшшăн йышăнчĕç. Паянхи кун ĕçлĕ визитăн кăтартăвĕсене пушкăрт-китай çыхăнăвĕнче тĕрлĕ сферăра курма пулать,  - палăртнă министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: