Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
25 Майӑн , 10:30

Пушкăрт сода компанийĕн продукцийĕ - «Пушкăртстанăн чи лайăх таварĕсем» конкурс çĕнтерÿçи

Ĕпхÿре иртекен «Газ.Нефть.Технологии» Пĕтĕм тĕнчери куравра йăлана кĕнĕ «Пушкăртстанăн чи лайăх таварĕсем» республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Пушкăрт сода компанийĕн продукцийĕ - «Пушкăртстанăн чи лайăх таварĕсем» конкурс çĕнтерÿçи
Пушкăрт сода компанийĕн продукцийĕ - «Пушкăртстанăн чи лайăх таварĕсем» конкурс çĕнтерÿçи

«Производствăпа техника пĕлтерĕшлĕ продукци» номинацинче Пушкăрт сода компанийĕн таварĕсем (шĕвек кислород, натри гидроксичĕ, хлорлă кальци, шурă хăрăм, кальциллĕ сода) мала тухнă.

 - Пысăк пахалăхлă продукци фирмăсен тупăшăвĕнче мала тухма май парать. Компани Раççей тата тĕнче рынокĕсенче хăйĕн позицине пуçаруллă çирĕплет, хĕвел анăçĕнчи ĕçтешсен продукцине хыçа хăварать. Çакă ют çĕршыв таварне хамăрăннипе улăштарас процесра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - ăнлантарса панă Пушкăрт сода компанийĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Пименов.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: