Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
29 Майӑн , 17:00

Китай инвесторĕсем Пушкăртстанра ял хуçалăх техники туса кăларас ыйтăва сÿтсе явнă

Пушкăртстанри «Башкирус» тĕп ăшăту хуранĕсем туса кăларакан компани тата Dayu irrigation group co., ltd. автомат мелĕпе çĕре кăпкалатакан системăсем тăвакан Китай  компанийĕ килĕшÿ тунă. Икĕ ен те «Алга» уйрăм экономика зонин территорийĕнче ял хуçалăх оборудованийĕсем туса кăларакан предприяти уçма килĕшсе татăлнă.

Китай инвесторĕсем Пушкăртстанра ял хуçалăх техники туса кăларас ыйтăва сÿтсе явнă
Китай инвесторĕсем Пушкăртстанра ял хуçалăх техники туса кăларас ыйтăва сÿтсе явнă

Çакăн пирки «Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕ шайĕнче «Зауралье-2024» инвестици сабантуйĕн лапамĕнче иртнĕ В2В-тĕлпулусен вăхăтĕнче паллă пулнă. Республика правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, форумра пĕтĕмĕшле 30 яхăн калаçу йĕркеленĕ.

Çавăн пекех Циньяньри «Чжиинда» ял хуçалăх компанийĕ «Инышу» ОООпа (Китайра промышленность оборудованийĕ туянакан пушкăрт компанийĕ) пĕрле Пушкăртстан Республикинче шиитаки кăмпа ÿстерме палăртать. Унсăр пуçне «Инышу» ООО «Тĕп Ази» ял хуçалăх компанипе пĕрле çĕре автомат мелĕпе шăваракан тата кăпкалатакан системăна хута яракан предприяти уçма хатĕрленни паллă.            

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: