Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
11 Июнӗн , 12:25

Пушкăртстан – виççĕмĕш

Июнь уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртнĕ. Кăçал унта 139 çĕршывран 21 пин представитель хутшăннă. Пурĕ 6,4 трлн тенкĕлĕх 980 килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ. Форум ĕçне массăллă информаци хатĕрĕсен 4,2 пин ĕçченĕ çутатса панă.

Пушкăртстан –  виççĕмĕш
Пушкăртстан – виççĕмĕш

Экономика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятине ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пыракан Пушкăртстан делегацийĕ те хутшăннă. Пушкăртстан 100 млрд тенкĕлĕх контрактсем алă пуснă. Регион пуçласа инвестици климачĕпе Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă. Экспертсем çак кăтарту Пушкăртстанăн ертсе пыракан команди вăйлă пулнипе çыхăннине палăртаççĕ.
Ĕçлĕ тĕлпулусем, дискуссисемпе ларусем, çавра сĕтелсем иртнĕ. Радий Хабиров пирĕн республикăн стенчĕ патне килекенсене 150 тăваткал метр йышăнакан технологиллĕ вĕлле хурчĕ çинчен каласа панă. Стенд хуртсен йăвине аса илтернĕ, унта вара пурте ĕçлеççĕ, çавна пула системăн тухăçлăхĕ куç умĕнче. Унăн ăшĕнче робот вĕлле хурчĕсем – коптерсем, вĕсене пленарлă лару вĕçленнĕ хыççăн ирĕке кăларса янă.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: