Аталану динамикине промышленноçăн икĕ секторĕнче курма пулать: тавар туса кăларас, хатĕрлес (обрабатывающий) – 109,2 %, энергетика – 101,6. Производство калăпăшĕ чакнине чĕр тавар секторĕнче тата шывпа тивĕçтерес, çут çанталăка тĕрлĕ каяшсенчен тасатас, çÿп-çапа утилизацилес сферăссенче шута илнĕ – 91,6 % тата 92,6 % тÿр килет.
Тавар туса кăларас производствăра çулталăк пуçланнăранпа çак сферăсенче ÿсĕм палăрнă: апат-çимĕс хатĕрлесси (135,1 %), электричество хатĕрĕсем туса кăларасси (134,5%), эмелсем тăвасси (134,4%), полиграфи ĕç-хĕлĕ (133%), хут тата хутран тĕрлĕ продукци кăларасси (125,4%), машинăсемпе хатĕрсем туса кăларасси (117,5), компьютер, электронлă тата оптика хатĕрĕсем пухасси (114,9%), напитоксем хатĕрлесси (111,8), металлурги (109,3%), кокс тата нефтьрен тĕрлĕ продукци тăвасси (108,9%).
Çÿлерех асăннă сферăсемсĕр пуçне тумтир çĕлес (107,5%), тимĕр тытăмĕсĕр минераллă продукци туса кăларас (105,2%), резинăпа пластмасса изделийĕсем тăвас (104,8%), транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани хатĕрлес (104,2%), хими таварĕсемпе хими продукчĕсем туса кăларас (103,1%), ытти хатĕр изделисем тăвас (101,4%) ĕçре ÿсĕмсем тунине палăртмалла.
Юрий СНЕГОПАД.