- Мала иртсе аталанакан территорисен резиденчĕсем асăннă программа ĕçлеме пуçланăранпа инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме 11 млрд тенкĕ хывнă, ултă пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçнă. Моно территорисенче ĕç укçи тата хăйсем туса кăларнă таварсене ăсатасси ÿснĕ, - тесе палăртнă Андрей Назаров.
Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанра мала иртсе аталанакан 5 территори шутланать: Пелепейпе Кумертау, Благовещенскпа Нефтекамск тата Белорецк. Вĕсенче нефть тата газ оборудованийĕсем, тимĕрпе бетон свайĕсемпе кĕперсем хывмалли каштасем, апат-çимĕç продукцийĕсем, медицина тата спорт хатĕрĕсем туса кăлараççĕ, тумтирпе теттесем çĕлеççĕ тата ытти те.
- Республикăри мала иртсе аталанакан территорисен резиденчĕсен инвестици портфелĕ 47 млрд тенкĕрен тăрать, 12 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелĕç. 2024 çулхи пĕрремĕш çур çулта мала иртсе аталанакан территорисен резиденчĕсен реестрне 8 пушкăрт компанийĕ кĕнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ 400 млн тенкĕпе танлашать. Çапла майпа 200 яхан ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, - ăнлантарса панă премьер-министр.