Денис Фатихов кил картишĕнче пысăк мар производство йĕркелесе пăхма шутланă. Ĕç хыççăн, çĕрле, перчеткесем çĕлеме вĕреннĕ. Анчах пĕр станокпа бизнесра аталанма йывăр пулнă. Çавăнпа Денис çĕнĕ станоксемпе хушма оборудованисем туянма шут тытнă. Çамрăк усламçă Мечетлĕ район администрацине çитнĕ. «Предприниматель сехетĕнче» унăн шухăшне ырланă, пулăшу енĕпе канашсем панă.
Социаллă контрактпа килĕшÿллĕн пуçаруллă çамрăк 350 пин тенкĕлĕх адреслă социаллă пулăшу илме тивĕçнĕ. Вăл асăннă укçа-тенкĕпе çыхмалли станок тата запас пайсем туяннă. Паянхи кун кÿршĕ регионсенчи промышленность предприятийĕсем, строительство лавккисем, пилорамăсемпе автолавккасем çамрăк усламçăран продукци туянаççĕ.
Денис Фатиховăн малашлăхри планĕсем пысăк. Вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерекен пысăк предприяти йĕркелесшĕн. Унсăр пуçне хĕлле усă куракан перчеткесем те туса кăларасшăн.