Çакă ял-саласен илемлĕхне ÿстерме пулăшать, çынсене тĕттĕм вăхăтра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет. Уйрăмах шкул çулчченхи, шкул учрежденийĕсем тата социаллă объектсем патне илсе çитерекен урамсенче çителĕклĕ çутă пулни пĕлтерĕшлĕ.
Урамсенче çутă тăвас системăна лайăхлатассипе çыхăннă программа 2019 çулта вăй илнĕ. Ун чухне ирттернĕ мониторинг регионта 58 пин хунар, 25 пин юпа, 14 пин çухрăм пралук çитменнине çирĕплетнĕ. 2019 çултан пуçласа программа витĕмĕпе урамсенче 900 млн тенкĕлĕх 48 пин çутă хунарĕ вырнаçтарнă.
2024 çулта республика хыснинчен асăннă программăна пурнăçа кĕртме 200 млн тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе 4 пин ытла хунар вырнаçтарĕç. Паянхи кун тĕлне 37 муниципалитетра ĕçсене пурнăçланă, 26-че вĕсем малалла пыраççĕ.
Сăмахран, Çтерлĕ районĕнчи икĕ яла 75 çутă хунарĕпе тивĕçтернĕ: Çĕнĕ Барятино ялĕнчи Медовый микрорайона – 45, Маринский салари Пригородный микрорайона – 30. Пригородный микрорайон çĕннисенчен пĕри шутланать. Унта ытларах нумай ачаллă тата сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене çитĕнтерекен çемьсем пурăнаççĕ.