Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
14 Октябрӗн , 12:05

Юхан шыв трамвайĕсемпе 193 пин çын ярăннă

Ĕпхÿре иртнĕ эрнере юхан шывсем тăрăх ярăнмалли сезон вĕçленнĕ. Кăçалхи çу кунĕсенче юхан шыв транспорчĕпе 193 пин çын усă курнă тесе пĕлтернĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров.

Юхан шыв трамвайĕсемпе 193 пин çын ярăннă
Юхан шыв трамвайĕсемпе 193 пин çын ярăннă

Кăçал Ĕпхÿре 20 круиз теплохочĕ пулнă, вĕсем 4 пин ытла турист илсе килнĕ. 2023 çулта та çакнах çирĕплетнĕ.

  - Çакăншăн шалти шыв çулĕсен бассейнĕн Кама администрацине тав тăватпăр. Шăпах вăл шыв тарăнăшне анлăлатассипе çыхăннă ĕçсене çулсерен ирттерет, çакă пире нумай палубăллă карапсене йышăнма май парать,  -палăртнă республика ертÿçи.    

Радий Хабиров шыв транспортне аталантарас ĕçе малалла тăснине пĕлтернĕ.

  - Планра - Ĕпхÿри, Дюртюлюри, Бирскри, Агидельти, Краснокамск районĕнчи Никола-Березовкăри причал инфраструктурине аталантарасси.  Çавăн пекех юхан шывфлотне те çĕнетмелле, - пĕтĕмлетсе каланă регион пуçлăхĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: