Вĕсемпе республика предприятийĕсем анлă усă кураççĕ. Инвесторăн цех хăпартассипе çыхăннă пуçарăвне Пушкăртстан ырласа йышăннă. Асăннă проекта 2023 çулхи сентябрь уйăхĕнче «Инвестици сехетĕнче» пăхса тухнă та пĕлтерĕшлĕ статус панă. Çакăн пирки Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче пĕлтернĕ.
Регион ертÿçи Турци инвесторĕ республикăри производствăна аталантарма шутланине палăртнă. Вăл Ĕпхÿ çывăхĕнче тулли калăпăшпа ĕçлекен завод хăпартма шут тытнă.
«Ытти çĕршывсенчи бизнес Пушкăртстанра хăйĕн производствине вырнаçтармалли площадка вырăнне хурса йышăннăшăн савăнатăп. Турци Пушкăртстанăн тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать. Пире лайăх партнер çыхăнăвĕсем çыхăнтараççĕ, вĕсене малашне те çирĕплетĕпĕр», - тесе çырнă Радий Хабиров.